Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнчи ҫынсем Правительство ҫурчӗ умне пикета тухма хатӗрленни пирки хыпарланӑччӗ. Кӗскен аса илтерер: вӗсене Китай ҫыннисем сӗт савучӗ тума пуҫтарӑнни пӑшӑрхантарнӑ. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине кура вырӑнти алминистраци халӑх итлевӗ пулмассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл ку тӑрӑхра иккӗмеш хут иртмеллеччӗ.
Тӳре-шара Красня Горка ялӗ тата федераци ҫулӗ хушшинчи уй-хире китайсене савут тума уйӑрса парасшӑн пулнӑ. Анчах вырӑнти халӑх куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, ют ҫӗршыв ҫыннисем уй-хире тасамарлатса пӗтерессине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи халӑх та китайсене хирӗҫ пулнӑ. Унта та халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑ, кайран пӑрахӑҫланӑ. Муркаш районӗнчи ҫынсем те Китай усламҫисене хӑйсем патӗнчен «хӑваласа» янӑ.
Китай ҫыннисем пирӗн патра савут ҫӗклӗҫ-и? Ҫак кунсенче Министрсен Кабинечӗ «Сычуань Рэйлвэй Инвестмент Групп Ко.Лтд» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Сычуань – Чӑваш Ен» агропромышленноҫ комплексне туса хурасси пирки» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Китай ҫыннисем те парӑнасшӑн мар курӑнать…
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче свалка ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм алхаснӑ, 4 сехет иртнӗ – пушар вырӑнне вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем килмен. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫынсем пӗлтернӗ.
«Кӑнар поселокӗнче сывлама ҫук. Службӑсем нимӗн те тумаҫҫӗ», - каласа кӑтартнӑ арҫын. Чӑнах та, ҫывӑхри ялсенчи ҫынсем тӗтӗм шӑршипе чыхӑннӑ.
Ҫулӑма паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 11 сехетре кӑна сӳнтернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ку свалкӑна хупма шантарнӑ, анчах ҫӳп-ҫап пур-пӗрех унталла кайса тӑкаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Кӑнар ҫывӑхӗнчи свалка унччен те ҫуннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнче пурӑнакансем Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Вӗсене ҫак тӑрӑхра Китай ҫыннисем савут тума хатӗрленни питӗ пӑшӑрхантарать. «Ачасем, мӑнуксем валли эпир мӗн хӑварӑпӑр? Кун пекки пулмалла мар», - теҫҫӗ вӗсем.
Ялта халӑх итлевӗ пуласси пирки ял тарӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑха ку пӑшӑрхантарса ӳкернӗ. Ара, вӗсен илемлӗ тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем савут туса лартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Сӑмах май, кунта халӑх итлевӗ иккӗмӗш хут пулать. Хальхинче ӑна утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Ял ҫыннисем китайсем сӗт савутне туса лартассине хирӗҫ. Ҫавна май вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Унта 25 ҫын хутшанӗ. Ку мероприятие вӗсем официаллӑ мелпех йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацине уйӑх ытларах ертсе пыракан Игорь Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтусене татса панӑ чух яваплӑ пулма, ҫынсемпе уҫӑмлӑ, Депутатсен районти пухӑвӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме, халӑхшӑн тӗрӗс йышӑнусем тума чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районне ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница» тата «Орленок» республика шайӗнчи вӑййисем уҫӑлнӑ май кайнӑ. Унта пулнӑ май Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа тата район пуҫлӑхӗпе — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Татьяна Барановӑпа тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетра «Вӗренӳ», «Сывлӑх сыхлавӗ», «Культура», «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проекчӗсене пурнӑҫа тухӑҫлӑ кӗртес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Китай пуянӗсем укҫа хывнипе Чӑваш Енре тума палӑртнӑ сӗт-ҫу савучӗ валли Шупашкар районӗнче ҫӗр шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, предприятие малтан Муркаш районӗнче ҫӗклеме шухӑшларӗҫ, кайран Ҫӗрпӳ районне куҫ хывнӑччӗ. Унта та, кунта та хирӗҫлерӗҫ. Савута яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗҫ. Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Илпеш ҫывӑхӗнче тӑвассипе халӑх итлевӗ ирттерме палӑртнӑччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Илпешри ял вулавӑшӗнче йӗркелессине пӗлтернӗччӗ.
Анчах итлев иртмӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев (вӑл Кӳкеҫре ӗҫлесе пурӑнать) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пурӑнакансене экологи ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ялта сывлама ҫук – лайӑх мар шӑршӑ кӗрет.
Урамри ырӑ мар шӑршӑ тумтире те ҫапса лартнӑ-мӗн. Ку кӑна мар, тӗнсӗрсене пӗвере пулӑсем вилни те канӑҫсӑрлантарать. Кун пирки эпир маларах хыпарланӑччӗ.
Ялти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Тӗнсӗр ялӗнчи пӗвене тислӗк евӗр шӗвек юхтарнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ку инҫех мар вырнаҫнӑ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн айӑпӗ. 3 ҫухрӑмра лараканскерте сысна ӗрчетеҫҫӗ, тислӗке вара пӗвене юхтараҫҫӗ.
Тӗнсӗр ялне вырӑнти администраци, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин тата патшалӑх ветеринари сулжбин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Анализсем пӗвене чӑнах та вараланине кӑтартсан материалсене йӗрке хуралӗн органӗсене ярса парӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пурӑнакансен пӑшӑрханмалли тупӑннӑ. Ялти пӗвери пулӑсем вилнӗ.
Пулӑсем нумаййӑн вилнине, шыв ҫийне тухнине ял ҫыннисем темиҫе кун маларах асӑрханӑ. Патшалӑх ветеринари службин ӗҫченӗсем ӗнер, ҫӗтме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырӑна тухса ҫакна тӗрӗсленӗ. Чӑнах та, вӗсем пӗвери пулӑсем вилнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ ведомство ҫакӑ мӗн сӑлтавпа пулнине тӗпчет.
Шыва тата пулла илсе Чӑваш Енри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне тӗрӗслев кӑтартӑвне Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратурӑна ярса панӑ.
Китай пуянӗсем Муркаш районӗнче сӗт-ҫу тирпейлекен савут уҫас тесен унтисем шӑв-шав ҫӗкленине Чӑваш халӑх сайчӗ те хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Москакасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем министрсем тӗл пулӑва ялти клуба пырсан та унта пухӑнмасӑр кутӑнлашни те пулнӑччӗ. Ҫапла вара Китай инвесторӗсене вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем патне кӗртме килӗшмерӗҫ-килӗшмерӗҫех.
Халӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи ӗлӗк «Знамя» совхоз пулнӑ территорире савут тӑвасшӑн-мӗн. Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем вара хытах шавлама халех пуҫланӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унтисем ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнине хирӗҫ мар. Анчах Китай пуянӗсем вӑхӑтлӑх килӗҫ те пирӗн ҫӗре пулӑхсӑрлатса хӑварӗҫ тесе шикленеҫҫӗ иккен. Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫленин ырлӑх-пурлӑхӗ пирки хӑйсене ӑнлантарнине вӗсем хӑлхана та чикесшӗн мар.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пӗрин усал икӗ йытти ҫынсене ҫыртса пӗтернине, пӗрне вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер, ҫав кунхине инкек ирхине пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ. Овчаркӑсенчен шар курнӑ 76 ҫулти хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ.
Овчаркӑсем вырӑнти фермерӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑйӗн пурлӑхне сыхлама усранӑ. Анчах лешӗсем сӑнчӑртан унччен те вӗҫерӗнсе кайкаланӑ-мӗн.
Паян РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йытӑсен хуҫине халӗ суд тунӑ. Унӑн ирӗкне 11 уйӑхлӑха хӗсме йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи Вӑрман урамӗнчи 35-мӗш ҫурт умӗнче ҫӑл пур. Анчах унтан шыв ӗҫме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл гигиена нормативӗпе, микробиологи кӑтартӑвӗпе килӗшсе тӑмасть. Ҫӑлта колиформлӑ бактерисем тупнӑ.
Вырӑнти ҫынсене таса шывпа тивӗҫтересси – Сӑнав ял тӑрӑхӗн администрацийӗн тивӗҫӗ, анчах тӳре-шара нимӗн те туман. Пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫӑла вӑхӑтлӑха хупма ыйтнӑ. Халӗ администраци ҫӑла дезинфекцилеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ялти ҫынсен унтан 30 талӑк шыв ӗҫме юрамасть. Суд приставӗсем ҫал патне тӑтӑшах килеҫҫӗ, ял ҫыннисем суд йышӑнӑвне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |